Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
19 Апрелӗн 2022, 17:05

Çтерлĕре 20 çул каялла хупнă свалка вырăнне çĕнетеççĕ

Çтерлĕ хулинче «Экологи» наци проекчĕн «Таса çĕршыв» федераллă проектăн витĕмĕпе 2002 çулта хупнă кивĕ свалка вырăнне çĕнетме (рекультиваци тума) пуçланă.

Çтерлĕре 20 çул каялла хупнă свалка вырăнне çĕнетеççĕ
Çтерлĕре 20 çул каялла хупнă свалка вырăнне çĕнетеççĕ

Проект условийĕсем тăрăх, çÿп-çап вырăнĕ вырнаçнă лаптăк муниципалитет харпăрлăхĕ шутланмалла. Асăннă свалка вырăнĕ никамăн та пулманнине кура (харпăрлăхне хут çинче палăртман пулнă) ПР Пурлăх тата çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен министерство ăна хула влаçне панă.

2024 çулччен Пушкăртстанра хытă каяшсем вырнаçтаракан тăхăр пысăк свалкăна пĕтермелле. Вĕсем хальлĕхе Баймак, Благовещенск, Давлекан, Кумертау, Сибай, Çтерлĕ, Мелеуз хулисем çывăхĕнче сарăлса выртаççĕ. Каяш вырăнĕсене рекульциваци туни сывлăша варлассине чылай чакарма май парĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

#Башкортостан#уралсасси#нацпроекты#экология

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас