Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
20 Апрелӗн 2022, 16:10

Радий Хабиров Талкас кÿлле çут çанталăк сыхлав статусне çирĕплетнĕ

Пушкăртстанри Баймак районĕнчи Талкас кÿлĕ  çут çанталăк сыхлав статусне илнĕ. Тивĕçлĕ документа ПР право информацин интернет-порталĕнче апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнче пичетлесе кăларнă. Халĕ кÿлĕ территоринче çĕр айĕнчи пуянлăха шырама юрамасть.

Радий Хабиров Талкас кÿлле çут çанталăк сыхлав статусне çирĕплетнĕ
Радий Хабиров Талкас кÿлле çут çанталăк сыхлав статусне çирĕплетнĕ

Хушу вăя кĕнĕ хыççăн Талкас кÿлĕре тĕрлĕ чару мерисене йышăннă. Сирпĕнÿ (взрывные) тата ту ĕçĕсем тума, кĕтÿ кĕтме, эмел курăкĕсене пухма, электропередача линисене тăсма юрамасть. Иртнĕ çул кÿлле çут çанталăк палăкĕн статусне çирĕплетнĕ.
- Сыхлав зонин территоринче тĕплĕ строительство ĕçĕсем ирттерме юрать, - палăртнă документра.
Маларах, 2020 çулта кÿлĕ çывăхĕнче «Семеновский рудник» компани карьер уçасшăн пулнă. Талкас кÿлле хÿтĕлеме тăнă çынна палламан çынсем хĕнесе пĕтернĕ.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Экология

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас