

Унсăр пуçне муниципалитетсенче хытă коммуналлă каяшсем шутланман çÿп-çап валли ятарлă лапамсем тума палăртаççĕ. Регионти управлени центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, çÿп-çапа мĕнле графикпа илсе тухнине экологи министерстви кашни уйăхра тĕрĕслесе тăмалла.
Маркетин тĕпчевĕ ирттернĕ чухне хытă коммуналлă каяшсене турттарас ĕçре çитменлĕхсем пуррине палăртнă. Вĕсен тĕп сăлтавĕсем техника автопаркĕ кивелнипе, водительсем çитменнипе тата субботниксем хыççăн йывăç тураттисемпе ытти каяшсене илсе тухма хушма килĕшÿсем туманнипе çыхăннă.
- Пахчаçăсен сезонĕ пуçланчĕ, çавăнпа та çынсем территорисене йĕркене кĕртеççĕ, çÿп-çапа лапамсене пĕр вырăна пуçтараççĕ. Чылай чухне пысăк купа пулса каять. Кунта регионти операторсемпе пахчаçăсен коммерциллĕ мар юлташлăх хушшинче çÿп-çапа илсе тухма тунă килĕшÿ çукки чăрмав кÿрет. Тĕслĕхрен, аналитика çакна кăтартса парать - Ĕпхÿ хули çывăхĕнчи 300 пахчаçăсен коммерциллĕ мар юлташлăхĕнчен 145-шĕ çеç çÿп-çап турттарма çырса килĕшÿ тунă. Çурринчен те каярах пулса тухать, - тенĕ ПР регионти управлени центрĕ.
Юрий СНЕГОПАД.