+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Унччен маларах социаллă сетьсенче видео сарăлнă. Самарское ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă Суртанды кÿлĕ хĕррине пулă тăкса тухнă тейĕн.
- Асăннă кÿлле «Капитал» тулли мар яваплă общество (ООО) пăхса тăрать. Вăл кунта пулă ĕрчетет. Çулсерен предприяти шыва çĕршер пин вĕтĕ пулă ярать. 2023 çулта Суртанды кÿлĕ çут çанталăк условийĕсене пула ăшăхланса кайнă. Шывра кислород çитменни пулăсем вилесси патне илсе çитернĕ. Август уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне «Капитал» ООО вилнĕ пулăсене пухма тытăннă, вĕсене тĕп тăвать, - ăнлантарса панă экологи министрĕн çумĕ Камиль Биргулиев.