Урал сасси
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
14 Сентябрӗн 2023, 12:00

Çÿп-çап сортлакан комплекс хута ярĕç

Пушкăртстанри Çут çанталăкпа усă курасси тата экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта «Экология Т» регион операторĕ Пелепей хулин территоринче çулталăкне 100 пин тонна каяш йышăнакан çÿп-çап комплексĕ хута ярĕ.

Çÿп-çап сортлакан комплекс хута ярĕç
Çÿп-çап сортлакан комплекс хута ярĕç

Палăртнипе килĕшÿллĕн объекта кăçал хăпартса пĕтермелле. Халĕ администраципе йăла çурчĕ ăшĕнче якату-илемлетÿ ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ, шывпа тивĕçтермелли, таса мар шыва юхтарса кăлармалли сетьсене монтажлаççĕ, объектра ăçта мĕн пулмаллине палăртаççĕ, территорие карта тытса çавăраççĕ. Специалистсем тĕп корпусăн стенисене çĕкленĕ, тăррине витнĕ, пушатмалли зонăн кăшкарне тата виçмелли витнĕ вырăна  хăпартнă. Çавăн пекех оборудовани лартмалли никĕсе хатĕрленĕ, ятарлă техника валли гараж тунă.

Комплекс çÿп-çап полигонĕсенче упранакан каяшсен калăпăшне чакарма, иккĕмĕш хут усă курмалли каяшсене уйăрассине йĕркелеме май парĕ. Унсăр пуçне çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлĕç.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: