Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
27 Сентябрӗн 2023, 11:30

Хула варринче акăш çемйи пурăнать

Давлекан хули варринче акăш çемйине асăрханă. Мăшăр шурă кайăк тата пилĕк чĕппи Тим юхан шывра пурăнаççĕ.

Хула варринче акăш çемйи пурăнать
Хула варринче акăш çемйи пурăнать

Юхан шыв пĕр харăс темиçе хула урамĕ – Луговая, Озерная тата Набережная –  витĕр юхса иртет. Çавăнпа вырăнта пурăнакансем шурă-шурă акăшсен илемĕпе çыран хĕрринчен кăна мар, хăйсен çурчĕсен чÿречисенчен те пăхса киленме пултараççĕ.

Унччен маларах Нефтекамск хули çывăхĕнче, Энергетик ялĕнчи Кармановский водохранилищĕре, акăш çемйи пурăннине çырса пĕлтернĕччĕ. Кайăксем кашни  çуркунне кунта вĕçсе килеççĕ. Кăçал мăшăр 11 чĕпĕ кăларнă. 

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: