Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
27 Сентябрӗн 2023, 10:10

«Макулатура пуçтарса пар – йывăçа хăтар!» акци çула тухĕ

Пушкăртстанра октябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕн 13-мĕшĕччен «Макулатура пуçтарса пар – йывăçа хăтар!» экомарафон иртĕ. Акцие регионти районсемпе хуласем хушшинче ăмăрту евĕр йĕркелĕç. Çĕнтерÿçĕсене премисемпе, Тав хучĕсемпе тата парнесемпе чыслĕç.

«Макулатура пуçтарса пар – йывăçа хăтар!» акци çула тухĕ
«Макулатура пуçтарса пар – йывăçа хăтар!» акци çула тухĕ

Мероприяти çулталăкне икĕ хутчен иртет. Кашни çын вăрмансене упраса хăварас, полигонсенчи çÿп-çап калăпăшне чакарас ĕçре тÿпе хывма пултарать.
Пушкăртстанри ял-хуласенчи пур вĕрентÿ заведенийĕсене, обществăлла организацисене, предприятисене, компанисене тата ытти учрежденисене акцие хутшăнма йыхравлаççĕ. Хут пуçтармалли норма макулатура йышăнмалли пункт ăçта вырнаçнинчен килет. Вырăнтисем 300 кг ытла макулатура пуçтармалла (çакă А4 форматлă хутăн 120 см çÿллĕш 6 купипе е 850 кĕнекепе танлашать), аякри районсем – 500 кг ытла. Заявкăна «Макулатура пуçтарса пар – йывăçа хăтар!» экомарафонăн сайтĕнче парса пулать. Заявленисене акци пынă чух йышăнаççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: