Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
4 Октябрӗн 2023, 11:40

Чăваш Кăпавĕнче 50 чăрăш лартнă

Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕ ялĕнче «Ешĕл Пушкăртстан» проект тата «Урăл ял» конкурс шайĕнче 50 чăрăш лартнă.

Чăваш Кăпавĕнче 50 чăрăш лартнă
Чăваш Кăпавĕнче 50 чăрăш лартнă

Акцие Чăваш Кăпавĕнче пурăнакансемпе ял хутлăх депутачĕсем, культура çурчĕпе вулавăш ĕçченĕсем хутшăннă. Вĕсем пурте хăйсен ялне юратнине тата хисепленине палăртса тăрăшнă. Аллейăна Совет Союзĕн Геройне П.И. Пономарева халалланă. Самах май çакна та палăртса хăвармалла: Павел Иванович Иглин районĕнчи Куршаки ялĕнче 1903 çулта çуралнă. 1944 çулта Пономарев капитан 3 танка тата 150 тăшман салтакне тĕп тунă. Паттăр салтак çапăçусенчен пĕринче йывăр суранланнă, 1944 çулхи октябрь уйăхĕнче госпитальте вилнĕ. Ăна Ленин, Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степень орденĕсемпе наградăланă.      

Чăваш Кăпавĕнче 50 чăрăш лартнă
Чăваш Кăпавĕнче 50 чăрăш лартнă
Чăваш Кăпавĕнче 50 чăрăш лартнă
Чăваш Кăпавĕнче 50 чăрăш лартнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: