Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
5 Октябрӗн 2023, 16:50

Ромашка (салтак тÿми)

Халăх хушшинче салтак тÿмипе çыхăннă юмахсем нумай. Вĕсенчен пĕрин тăрăх, ăна хăй юратнă хĕрĕ Мария валли чечек шырама кайнă Роман ятне панă.

Ромашка (салтак тÿми)
Ромашка (салтак тÿми)

Чечеке вăл тĕлĕкре курнă: шурă куç харшиллĕ хĕвеле Романа ватă çын парнеленĕ. Вăрансан каччă хăй çумĕнче чечек курнă. Вăл ăна Марийăна парнеленĕ. Мария питĕ савăннă, качча çак тĕлĕнмелле чечексен çыххине парнелеме ыйтнă.
Роман çут тĕнче тăрăх вăрахчен, хăй çывăрнă чух курнă тĕлĕксен тĕнчине çитсе хайхи старике тĕл пуличчен, çÿренĕ. Ватă çын хĕвеллĕ чечексен улăхне парнелеме шантарнă, анчах çавăншăн каччăн ĕмĕрлĕхех çак çĕршывра юлмалла пулнă.
Пĕррехинче ирпе хĕр хăй чÿречи умĕнче пĕр уй чечек асăрханă, анчах юратнă çыннине нихăçан та кĕтсе илеймен. Çавăнтанпа ромашка юрату палли пулса тăнă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: