Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
27 Октябрӗн 2023, 12:25

Ăшă енне вĕçсе каякан шĕлинкурăсссем апатланса канма чарăннă

Пушкăртстанри Бурзян районне кĕр кунĕсенче шĕлинкурăссем (свиристили) вĕçсе килнĕ. «ВКонтакте» социаллă сетьри «Пушкăрт Ен» наци паркĕ» («Национальный парк «Башкирия») ушкăнра Иргизлă ялне ăшă енне вĕçсе каякан кайăксен пысăк йышĕ вĕçсе килнĕ тесе пĕлтернĕ. Ахăртнех кайăксем канма тата апатланса вăй илме чарăннă пулмалла. Çавăн пекех усрав (заповедный) вырăнсене пăхса хак пама.

Ăшă енне вĕçсе каякан шĕлинкурăсссем апатланса канма чарăннă
Ăшă енне вĕçсе каякан шĕлинкурăсссем апатланса канма чарăннă

«Лараççĕ, юрă шăрантараççĕ: свир-свир-свир,- тенĕ пабликра. - Шĕлинкурăссем пиçсе çитнĕ пилеше кăмăллаççĕ. Акă, халĕ те кайăксем  вĕçсе килсе йывăçсем çине ларчĕç те саванăçлăн апатланма пуçларĕç. Хăйсем васкаса çиеççĕ, хăшĕ ытларах хыпма пултарать тесе ăмăртаççĕ тейĕн»

Юрий СНЕГОПАД.

Ăшă енне вĕçсе каякан шĕлинкурăсссем апатланса канма чарăннă
Ăшă енне вĕçсе каякан шĕлинкурăсссем апатланса канма чарăннă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: