Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
15 Ноябрӗн 2023, 16:18

Браконьерсем персе вĕлернĕ пăши юлашкийĕсене тупнă

Çак кунсенче Пушкăртстан Экологи министерствин инспекторĕсем Белокатай районĕнчи Çĕнĕ Маскара ялĕ çывăхĕнче браконьерсем вĕлернĕ пăши ÿчĕн юлашкисене тупнă.

Браконьерсем персе вĕлернĕ пăши юлашкийĕсене тупнă
Браконьерсем персе вĕлернĕ пăши юлашкийĕсене тупнă

Чĕр чун ÿтне пайланă вырăнта пуля шăтăкĕллĕ тирне, пуçне тата урисене тупнă. Вăл 3-4 çулхи пăши аçи пулнă. Ведомство специалисчĕсем шутланă тăрăх усал çынсем çут çанталăка 240 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Шалти ĕçсен министерствин Белокатай районĕнчи уйрăмĕ саккунсăр сунара  хирĕç уголовлă ĕç пуçарнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: