Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
27 Ноябрӗн 2023, 16:59

«Чăрăш-2023» операци çула тухрĕ

Ноябрĕн 27-мĕшĕнчен Пушкăртстан Республикинче лăсăллă çамрăк йывăçсене саккунсăр каснинчен сыхламалли «Чăрăш-2023» операци пуçланчĕ. Оперативлă профилактика мероприятийĕ 2023 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлĕ.

«Чăрăш-2023» операци çула тухрĕ
«Чăрăш-2023» операци çула тухрĕ

Çак вăхăтра патшалăх вăрман инспекторĕсем йĕрке хуралçисемпе лăсăллă çамрăк йывăçсем ÿсекен вăрмансене, çĕнĕ çул продукцине автомобиль çулĕсемпе турттарнине, вăрмантан тухакан çулсене тĕрĕслесе тăрĕç. Çĕнĕ çул йывăçĕсемпе суту-илÿ тăвакан вырăнсенче рейдсем ирттерĕç.

Чăрăшсемпе хырсене саккунсăр каснăшăн административлă тата уголовлă явап тыттарĕç. Уйрăм граждансемшĕн административлă штраф 3-4 пин тенкĕ, должноçри çынсемшĕн 20-40 пин тенкĕ, организацисемшĕн 200-300 пин тенкĕ пулĕ.

Штрафсăр пуçне йĕркене пăсакан вăрман фондне сиен кÿнĕшĕн тÿлесе татмалла пулĕ. Енчен те сиен 5 пин е ытларах пулсан «Вăрман лартса ÿстернĕ вырăнта йывăçсене саккунсăр каснишĕн» РФ Уголовлă кодексăн 260 статйипе килĕшÿллĕн чи пысăк айăплав 6 çул ирĕксĕр хăварнипе тÿр килĕ.

Аса илтеретпĕр, Пушкăртстанра пурăнакансемпе хăнасем ПР Вăрман службин регионти диспечер службине саккунсăр лăсăллă çамрăк йывăçсене касни, хатăрлени тата вĕсемпе суту-илÿ туни çинчен 8(347) 218-14-14 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме пултараççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: