Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
7 Декабрӗн 2023, 12:15

Пушкăртстанра сывлăш температури -37 градуса çитнĕ

Пушкăртстана сивĕ кунсем килсе çитрĕç. Инкеклĕ лару-тăру министерствин республикăри управленин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, паян, декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Киги районĕнчи Юсупово ялĕнче термометр юпи 37 градус сивĕ пулнине кăтартнă.

Пушкăртстанра сывлăш температури -37 градуса çитнĕ
Пушкăртстанра сывлăш температури -37 градуса çитнĕ

Маларах массăлла информаци хатĕрĕсенче çанталăк -36 градуса сивĕтесси çинчен пĕлтернĕччĕ. Ĕпхÿре сивĕ кунсем тăнă вăхăтра çынсене вăхăтлăха вырнаçтармалли вырăнсем хатĕрленĕ.

- Чи хаяр сивĕсем канмалли кунсенче пулмалла, çавăнпа та лару-тăрăва пĕлсе хак памалла, кашни район уйрăмлăхне шута илмелле. Çынсене васкавлă пулăшу пама тата эвакуацилесе вăхăтлăха вырнаçма пунктсем йĕркеленĕ. Хулари мĕнпур службăсем пур енчен те хатĕр пулмалла, - тенĕ Ĕпхÿ хула администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Кожевников.

Вăл уйрăмах Нагаево, Карпово, Елкибаево тата Самохваловка сад юлташлăхĕсене тимлĕх уйăрма хушнă. Кунта çуртсене ытларах электричество вăйĕпе хутса ăшăтаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: