Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
13 Декабрӗн 2023, 11:10

Çĕнĕ çул уявĕсем тĕлне 50 пин лăсăллă йывăç хатĕрлĕç

Пушкăртстанри вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнчен  Çĕнĕ çул йывăççисем хатĕрлеме пуçланă. Республикăри вăрман ĕçченĕсен пĕтĕмĕшле 50 пин лăсăллă йывăç касма тивĕ.

Çĕнĕ çул уявĕсем тĕлне 50 пин лăсăллă йывăç хатĕрлĕç
Çĕнĕ çул уявĕсем тĕлне 50 пин лăсăллă йывăç хатĕрлĕç

Вăрман чиперккисене вăрман хуçалăхĕсенче, йăлана кĕнĕ чăрăш пасарĕсенче, туянма пулать.

Республикăри вăрман хуçалăх министрĕ  Ильгиз Фаткуллин Çĕнĕ çул йывăççисем хатĕрлессипе çыхăннă ĕç регионти вăрмансене сиен кÿмессине палăртнă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, лăсăллă йывăçсене план ĕçĕсене пурнăçланă чух касаççĕ.

Паянхи кун тĕлне вăрман ĕçченĕсем 22 пин лăсăллă йывăç хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: