Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
25 Декабрӗн 2023, 12:22

Пушкăртстана тата 9 зубр илсе килнĕ

Пушкăртстана Беларуссинчен тата 9 зубр илсе килни çинчен регион пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.

Пушкăртстана тата 9 зубр илсе килнĕ
Пушкăртстана тата 9 зубр илсе килнĕ

Асăннă чĕр чунсем «Мурадым ту хушăкĕ» («Мурадымовское ущелье») çут çанталăк паркĕнче пурăнĕç. Маларах, 2023 çулхи май уйăхĕнче, «Беловежская пуща» наци паркĕнчен  кунта 9 зубр илсе килнĕ пулнă.

- Зубрсен пĕрремĕш ушкăнĕ «Мурадым ту хушăкĕ» паркра  пурăнма хăнăхрĕ.  Хăйсене килти пек туяççĕ,  вĕсем пушкăрт çут çанталăкне илем кÿреççĕ, - тенĕ Радий Хабиров. 

Малашне Пушкăртстанра зубрсен шучĕ алла çитме пултарать. Зубрсене Белоруссинчен илсе килсе хамăр патра ĕрчетес шухăш патне Радий Хабиров пуçласа килсе тухнă. Халĕ пирĕн республика тĕслĕхĕпе ытти регионсем те интересленме пуçланă. Çав шутра Тутарстан Республики  те.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: