Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та

Пăшие персе вĕлернĕшĕн 5 çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ

Белорецк районĕнчи полицейскисем 52 çулхи арçынна хирĕç уголовлă ĕç пуçарнă. Сунара тухмалли лицензи пулман арçын пăшие персе вĕлернĕ.

Пăшие персе вĕлернĕшĕн 5 çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ
Пăшие персе вĕлернĕшĕн 5 çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ

Пушкăртстанри Шалти ĕçсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пăши ÿчĕн юлашкисене Ишля ялĕ çывăхĕнче Экологи министерствин патшалăх инспекторĕ тупнă. Полицейскисем вырăнта пурăнакан арçын çине тухнă, килĕнче икĕ пăшал, патронсем, снегоход, пуртăпа çĕçĕ, 100 кг ытла аш тупнă. Вĕсене пурне те туртса илнĕ.

Арçын тискер чĕр чуна персе вĕлерни пирки каласа панă. Çак ĕçпе уголовлă ĕç пуçарнă.

- Преступленишĕн 5 çула ирĕксĕр хăварма е 1 миллиона яхăн штраф пама пултараççĕ, - ăнлантарса панă Шалти ĕçсен министерствинче. – Айăплă çын нихăçта та тухса çÿреме юраманни çинчен алă пуснă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: