Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

«Прогнозсем хăрушă. Юр питĕ нумай»

Правительствăра иртнĕ видеоконференци вăхăтĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстан ейÿ тапхăрне йĕркеллĕ ирттерсе ярасси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă.

«Прогнозсем хăрушă. Юр питĕ нумай»
«Прогнозсем хăрушă. Юр питĕ нумай»

 - Прогнозсем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Юр питĕ нумай. Кĕтмен çĕртен йывăрлăх сиксе ан тухтăрччĕ. Ейÿ тапхăрне тĕплĕн хатĕрленмелле. Ку ыйтăва тĕпчемелле, прогнозсене пăхса тăмалла. Мĕн тума палăртнине пĕлтерĕр. Ейÿ тапхăрне йĕркеллĕ ирттерсе ярассипе çыхăннă мероприятисем пуçланнă ĕнтĕ. Анчах йывăрлахсем сиксе ан тухччăр тесен тĕплĕнрех хатĕрленмелле,  - тенĕ Радий Хабиров кирлĕ ведомствăсене хушу панă май.

Пушкăртстан Республикинчи Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн ертÿçи Кирилл Петров ейÿ тапхăрне хатĕрленмелли мерăсем çинчен каласа панă.

 - Ейÿ тапхăрне йĕркеллĕ ирттерсе ярас тĕллевпе тăхăр муниципалитет территоринче пăр капланчăкĕсен лаптăкĕсем çинче пăра касма тата вăл часрах ирĕлтĕр тесе вакă кăмрăк, хăйăр, торф сапма тытăннă, - тенĕ Кирилл Петров.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: