Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Апрель уйăхĕнче çурхи сунар сезонĕ уçăлать

Пушкăртстанра çуркуннехи хур-кайăк сунарĕн сезонĕ пуçланать. Республикăри Экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, сунар вăхăчĕ хăçан пуçланма пултарни тÿрремĕн вăл ăçта иртнинчен килет.

Апрель уйăхĕнче çурхи сунар сезонĕ уçăлать
Апрель уйăхĕнче çурхи сунар сезонĕ уçăлать

Сăмахран, Элшейпе Авăркас, Баймакпа Бакалă, Пелепейпе Пишпÿлек, Благоварпа Буздяк, Давлеканпа Ермеккей, Зианчурапа Кугарчă, Кушнаренковăпа Куюргазă, Мелеузпа Мияки, Çтерлĕпуçпа Çтерлĕ, Туймазăпа Федоровка, Хайбуллапа Чишма тата Шаран районĕсенче хурсемпе кăвакал аçисене апрель уйăхĕн 12-21-мĕшĕсенче пăшалтан пеме юрать, карăксемпе ăсансен аçисене – апрель уйăхĕн 20-29-мĕшĕсенче.

Абзелилпа Архангельск, Аскинпа Балтач, Белокатайпа Бирск, Благовещенскпа Бурай, Бурзянпа Гафури, Дуванпа Дюртюли, Зилаирпа Иглин, Илишпа Ишимбай, Калтасăпа Караидель, Кармаскалăпа Киги, Краснокамскпа Мечетлĕ, Мишкинпа Нуриман, Салаватпа Татăшлă, Учалăпа Чекмагуш тата Янаул районĕсенче çÿлерех асăннă хур-кайăк аçисем çине апрель уйăхĕн 19-28-мĕшĕсенче тата апрель уйăхĕн 27-мĕшĕ – май уйăхĕн 6-мĕшĕнче сунара тухма юрать.

Белорецк районĕнче çак вăхăта палăртнă: хур-кăвакал аçисен сунар сезонĕ апрель уйăхĕн 26-мĕшĕнче уçăлать те майăн 5-мĕшĕччен тăсăлать. Карăксемпе ăсансен аçисене апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 6-мĕшĕччен пеме юрать.

Унсăр пуçне апрелĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 12-мĕшĕччен сунарта хур-кайăка илĕртме чĕрĕ кăвакалсемпе усă курма ирĕк панă.

Сунарçăсен кирек мĕнле сунара тухма та ирĕк илмеллине асра тытмалла.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: