Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Кăçалхи çурхи ейÿ анлă сарăлĕ

Çывхарса килекен çурхи ейÿ ытти çулхисемпе танлаштарсан анлă сарăлас хăрушлăх пур. Çакăн çинчен Пушкăртстанри тавралăха сăнаса тăракан гидрометеорологи тата мониторинг управлени ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Анна Козаева пĕлтернĕ.

Кăçалхи çурхи ейÿ анлă сарăлĕ
Кăçалхи çурхи ейÿ анлă сарăлĕ

Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, Шуратăл юхан шывĕн бассейнĕнче шыв тата юр запасĕ ытти çулхисемпе танлаштарсан 6-27% нумайрах. Çавна пула Шуратăлти шыв шайĕ вăтам кăтартуран 40-70 сантиметр çÿлерех хăпарас хăрушлăх пур. Шуратăл тата Ĕпхÿ юхан шывĕсен юхăмĕн вăтам тата аял пайĕсенче шыв шайĕ йĕркеллех пулмалла. Ĕпхÿ çывăхĕнчи Шуратăлти шыв шайĕ 670-770 сантиметра çитмелле (2023 çулта 302 см пулнă). Çав вăхăтрах Белорецк, Çтерлĕ тата Ĕпхÿ хулисен çывăхĕнчи айлăмрах вырăнсенче кил-çуртсем шыв айне пулма пултараççĕ.
Павловка тата Нижнекамск водохранилищисем шывпа туласси ытти çулсенчи вăтам кăтартупа тÿр килмелле. Урал леш енчи юхан шывсенче апрель уйăхĕн 9-14-мĕшĕсенче юр-пăртан ирĕлсе шыв юхма пуçлĕ, çакă палăртнинчен 3-5 кун маларах пулать. Сакмар тата Пысăк Ик юхан шывĕсенче те шыв шайĕ 0,5-1 метр ытларах хăпармалла. Тĕплĕнрех прогноз март уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă пулĕ.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: