Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Канмалли кунсенче республикăра 12 градус ăшă пулмалла

Пушкăртстанра канмалли кунсенче çурхи ăшă кунсем тăмалла. Пушкăртгидрометцентрăн прогнозĕ тăрăх сывлăшри температура хăпармалла тата кăштах юр çума пултарать.

Канмалли кунсенче республикăра 12 градус ăшă пулмалла
Канмалли кунсенче республикăра 12 градус ăшă пулмалла

Паян, март уйăхĕн 23-мĕшĕнче, республикăра кăнтăрла температура +2,+7 градуса çитмелле, сăртлă-тулă районсенче +12 пулĕ. Çил хĕвел анăçĕнчен, кăнтăр-хĕвел анăçĕнчен виçеллĕ вĕрĕ.

Ыран, март уйăхĕн 24-мĕшĕнче, вырăн-вырăнпа сахал пулсан та çумăр тата йĕпе юр çумалла.  Çил çав енченех вĕрĕ, анчах та уйрăм районсенче кассăн-кассăн  вăйлăланĕ. Çĕрлехи температура -2, -7 çитĕ, хăш-пĕр вырăнта -12 пулĕ. Кăнтăрла термометр юпи +5 градуса çити хăпарĕ, сăртлă-тулă районсенче +10.

Юрий СНЕГОПАД.

Канмалли кунсенче республикăра 12 градус ăшă пулмалла
Канмалли кунсенче республикăра 12 градус ăшă пулмалла
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: