Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пурăнмалли çурта çурхи шыв илнĕ

Çумăрсем çунипе тата ăшă çанталăк тăнипе Элшей районĕнчи Раевка салинче çурхи шывпа çыхăннă пĕрремĕш инкек сиксе тухнă – пурăнмалли çурта шыв юхса кĕнĕ.

Пурăнмалли çурта çурхи шыв илнĕ
Пурăнмалли çурта çурхи шыв илнĕ

Çакăн пирки Раççейĕн Инкеклĕ лару -тăру министерствин республикăри тĕп управленийĕ пĕлтернĕ.

Хăш-пĕр пÿлĕмсенчи шыв шайĕ 3 см танлашнă. Çуртра пурăнакансене вăхăтлăх пункта куçма сĕннĕ, анчах вĕсем хирĕç пулнă.

 - Çурхи шывсене юхма канав чавма йывăр техникăпа усă курас ĕçе йĕркеленĕ, - тенĕ хăтаруçăсем.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: