Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пушкăртстанра ейĕве пула икĕ вырăнта транспортсене çÿреме чарнă

Республикăри Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, паян, апрель уйăхĕн 4-мĕшĕнче, çурхи шыв хăпарнине пула çак вырăнсенче мĕнпур транспортсене çÿреме чарнă: Иглин районĕнче Иглин салине кăнтăр енчен çаврăнса тухмалли çула тата Çтерлĕ районĕнче Çтерлĕ – Çтерлĕпуç – Федоровка маршрута хупнă.

Пушкăртстанра ейĕве пула икĕ вырăнта транспортсене çÿреме чарнă
Пушкăртстанра ейĕве пула икĕ вырăнта транспортсене çÿреме чарнă

«Асăннă çулсене уçасси пирки каярах пĕлтерĕпĕр. Кунта çул-йĕр службисем дежурство йĕркеленĕ. Тимлĕ тата асăрхануллă пулăр», - тенĕ ведомствăра.

Маларах эпир сире, Пушкăртстанра пурăнакансене, ейÿ вăхăтĕнче шыв шайĕ ытлашши хăпарсан мĕн тумалли çинчен асăрхаттарнăччĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: