Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Вун тăхăр муниципалитетра çурхи ейÿ сарăлнă

Апрель уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленийĕ 19 муниципалитетри 40 лару-тăрăва тимлесе тăни паллă. Вĕсенче çурхи шыв 120 çурт çумĕнчи лаптăка, 1060 сад участокне тата 88 сад çуртне, 17 автомобиль çулне, 12 айлăм кĕпере хупăрласа илнĕ.

Вун тăхăр муниципалитетра çурхи ейÿ сарăлнă
Вун тăхăр муниципалитетра çурхи ейÿ сарăлнă

Пĕр талăк хушшинче 3 пурăнмалли çурта инкек «аллинчен» хăтарнă.

Пăр капланса тăнă пирки апрелĕн 8-мĕшĕнче Белорецк районĕнчи Пысăк Авзян, Мечетлĕ тăрăхĕнчи Ай, Бурзян районĕнчи Тимировăпа Кивĕ Мунасипово тата Набиево ялĕсен çывăхĕпе юхса иртекен Шуратăл юхан шывсем çинче взрыв ĕçĕсем туса ирттернĕ.

Кигипе Мечетлĕ районĕсенчи пилĕк ял-салара пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе сывлăшран çурхи шывăн мониторингне йĕркеленĕ. Оперативлă штаб талăкĕпе ĕçлет, лару-тăрăва тĕрĕслесех тăраççĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: