Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Куçса çÿрекен лаборатори Пушкăртстанри хуртсене тĕрĕслĕ

Апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнчен Пушкăртстанра куçса çÿрекен ветеринари лабораторийĕ хăш-пĕр районсенче пыл хурчĕсен чирĕсене тупса палăртĕ тата пылĕсене тĕпчĕ.

Куçса çÿрекен лаборатори Пушкăртстанри хуртсене тĕрĕслĕ
Куçса çÿрекен лаборатори Пушкăртстанри хуртсене тĕрĕслĕ

Ветеринари патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш кун вăл Бурзян районĕнче, апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кугарчă районĕнче,  22-мĕшĕнче Элшей районĕнче ĕçлĕ.

- Ветеринари лабораторийĕ пыл хурчĕсен вирус, инвази тата бактери инфекцийĕсен чирĕсене палăртĕ, - ăнлантарса панă ведомствăра. – Тĕпчевсен пĕтĕмлетĕвĕсене ветеринари станцийĕсенче е Пушкăрт ветеринари лаборатори филиалĕсенче 10 кун хушшинче алла илме пулĕ.

Мобильлĕ лаборатори  апрель уйăхĕн 26-мĕшĕччен ĕçлĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: