Ыран, май уйăхĕн 1-мĕшĕнче, çĕрле сывлăш температури +3,+8 градус пулмалла, кăнтăрла +11, +16 çитĕ. Сăртлă-тулă районсенче тăм ÿкмелле, температура - 0, -2 градус. Çил çурçĕртен тата çурçĕр хĕвел анăç енчен вăтам вĕрмелле, кăнтăрла кассăн-кассăн вайлăланмалла.
Май уйăхĕн 2-мĕшĕнче çанталăк ытлашши улшăнмалла мар. Çĕрле сывлăш температури +1, +6 градуса çитĕ, кăнтăрла +10, +15 градус пулмалла. Тăм ÿкмелле.
Паян, май уйăхĕн 30-мĕшĕнче, атмосферăри сывлăш +10, +15 градуса çити ăшăнĕ, çĕрле термометр юпи +1, +6 градуса çити анмалла. Çил çурçĕр тата çурçĕр хĕвел анăç енчен вăтам вĕрмелле, вырăн-вырăнпа вайлăланмалла. Çурçĕр тата сăртлă-тулă районсенче тăм ÿкет, сывлăш температури 0, -2 градус пулĕ.
Юрий СНЕГОПАД.