Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Виçĕ гектар çинче типĕ курăк çуннă

Пушкăртстанра çулталăк пуçланнăранпа типĕ курăк çуннине пула  132 пушар (пĕтĕмĕшле лаптăк 75,55 гектарпа танлашать) тухнă.

Виçĕ гектар çинче типĕ курăк çуннă
Виçĕ гектар çинче типĕ курăк çуннă

РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, май уйăхĕн 21-мĕшĕнче Туймазă хулинчи Примакин урамĕнче виçĕ гектар çинче типĕ курăк тата 70 тăваткал метр çинчи çÿп-çап сапаланчăк майпа çунма пуçланă.

 - РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин, Пушкăртстан Республикин Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн пушарçисем тата ытти службăсем пĕрле тăрăшнипе пушара сÿнтернĕ, çулăма пурăнмалли çуртсем çине куçма паман. Пушар тухнин сăлтавĕ – вут-çулăмпа асăрхануллă пулманни, - ăнлантарса панă ведомствăра.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: