-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Кăçалхи январь уйăхĕнче арçынсем «Бижбулякский» зоологи усравлăхĕн (заповедник) территоринче, Усак-Кичу ялĕнчен инçе мар, сунара тухма ирĕк илмесĕр сакăр хир сыснине персе вĕлернĕ.
Усал шухăшлă çынсене преступлени тунă вырăнта полици ĕçченĕсем ярса тытнă. Вĕсем çапла майпа 240 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Арçынсем хăйсен айăпне туллин йышăннă, тăкака саплаштарнă. Уголовлă ĕçе Пишпÿлекри районсен хушшинчи суда ярса панă.