Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Заповедникра икĕ марал пăрăвĕ çуралнă

Пушкăртстанри патшалăх усравлăхĕнче икĕ марал çут тĕнчене килнĕ. Çакăн пирки федераллă учрежденин пресс-служби пĕлтернĕ.

Заповедникра икĕ марал пăрăвĕ çуралнă
Заповедникра икĕ марал пăрăвĕ çуралнă

Бурзян районĕнчи уйрăм сыхланакан территори çинче маралсем 2014 çултанпа пурăнаççĕ. 2019 тата 2020 çулсенче вĕсем пĕрре те пăруламан. Кăçал вара пĕр харăс икĕ пăру çут тĕнчене килнĕ. Вĕсем июнь уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче çуралнă.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: