Урал сасси
+7 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Çынсем тискер кайăксемпе час-часах тĕл пула пуçланă

Регионта çулталăк пуçланнăранпа васкавлă пулăшу службисенче тискер кайăксемпе тĕл пулнă 230 тĕслĕх шута илнĕ. ПР патшалăх инкеклĕ лару-тăру комитечĕн кăтартăвĕсем тăрăх, вĕсен шучĕ çултан-çул ÿссе пырать.

Çынсем тискер кайăксемпе час-часах тĕл пула пуçланă
Çынсем тискер кайăксемпе час-часах тĕл пула пуçланă

Çапла майпа пăшипе тата хир качакипе 60-шар хут тĕл пулнă. Сăсăрсемпе (куница), тилĕсемпе тата упасемпе 25-шер хут курнăçнă. Çавăн пекех çынсен çÿлевĕçсемпе, кашкăрсемпе те кĕтмен тĕл пулусем пулса иртнĕ.
– Асăннă тĕслĕхсем тискер кайăксем çул çине, çынсем пурăнакан вырăнсене тухнипе çыхăннă, – ăнлантарса панă ведомствăра.
Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çулта тискер кайăксем çынсем патне 443 хут килсе тухнă, 2023 çулта 548 тĕслĕх пулнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: