Хальхи вăхăтра «Пушкăртстан» наци паркĕнче сайра тĕл пулакан ÿсен-тăрансене – çеçкене ларнă шлем евĕр курăка (Шлемник) тата коралл евĕр кăмпана (гриб Ежовик коралловидный) - курма пулать.
Наци паркĕнче тĕлĕнмелле кăмпа çеçке çурнă
Ежовик – хăйне евĕр кăмпа. Вăл тинĕсре ÿсекен корала аса илтерет. Ежовик - çут çанталăк каяшĕсемпе тăранса пурăнакан кăмпа. Çавăнпа та вăл хăрнă е хăрма пуçланă лăсăллă йывăçсем çинче ÿсет.