Урал сасси
+7 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Пушкăртстан хĕрарăмĕ Раççейри чи пысăк лĕпĕше ÿкерттерсе илнĕ

«Аслы-куль» çутçанталăк паркĕн ертÿçин Гузель Гильманован Раççейри чи пысăк лĕпĕшсенчен пĕрне – махаона – камера çине ÿкерсе илме май килнĕ. Çак пулăм Давлекан районĕнчи уйрăмах сыхлакан çут çанталăк территоринче пулса иртнĕ.

Пушкăртстан хĕрарăмĕ Раççейри чи пысăк лĕпĕше ÿкерттерсе илнĕ
Пушкăртстан хĕрарăмĕ Раççейри чи пысăк лĕпĕше ÿкерттерсе илнĕ

ПР çут çанталăк тата экологи министерствин телеграм каналĕнче махаона пысăк лĕпĕшсенчен пĕри, унăн çуначĕсен сарлакăшĕ 8 см çитет тесе пĕлтернĕ. Махаона хитре те хăвăрт ярăнса вĕçнипе уйрăлса тăрать. Лĕпĕшĕн çунаттисен вĕçĕнче хÿресем пур тата вĕсене икĕ хĕрлĕ пăнчă илем кÿрет, пăнчăсем куçсене аса илтереççĕ. Çакă лĕпĕше кайăксенчен хÿтĕленме кирлĕ. Чылай чухне хÿрепе икĕ хĕрлĕ пăнча кайăксем лĕпĕшĕн пуçĕ вырăнне йышăнаççĕ, çавăнпа та сăхнă чухне йăнăшпа лĕпĕшĕн пуçне мар, кайри пайне сиенлетеççĕ. Çапла майпа махаона сывă тăрса юлать. Çу кунĕсем вĕçленĕ май махаонана хÿресĕр курма пулать, çакă шăпах кайăксем тапăнипе пулнă пулăм - çунаттисем татăлнă пулсан та пуçĕ вырăнĕнчех юлнă.

Ытти лĕпĕшсемпе танлаштарсан махаона çынсенчен хăрамасть, хăй патне çывăха пыма ирĕк парать. Çавăнпа та ăна çывăхранах ÿкерттерме май пур.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: