Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

2,5 тонна ÿсен-тăран вăрлăхĕ хатĕрленĕ

Регионти Вăрман хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çул пуçланнăранпа 2,5 тонна йывăç вăрлăхĕ хатĕрленĕ.

2,5 тонна ÿсен-тăран вăрлăхĕ хатĕрленĕ
2,5 тонна ÿсен-тăран вăрлăхĕ хатĕрленĕ

Вăрманта ÿсекен ÿсен-тăрансен вăрлăхĕсене «Вăрмансене упрасси» федераллă проект шайĕнче «Экологи» наци проекчĕн витĕмĕпе хатĕрлеççĕ.

2,5 тонна вăрлăхран 2,3 тонни лăсăллă йывăçсен вăрлăхĕ: хыр, чăрăш тата лиственница. Вăрлăх пухассипе çыхăннă çулталăкри плана Çтерлĕпе Салават вăрман хуçалăхĕсем пурнăçланă.

 - Кăçал 3 тонна вăрлăх хатĕрлемелле пулĕ, вĕсенчен 320 килограмĕ – лайăхлатнă несĕл паллисемпе. Вăрлăх хатĕрлес ĕç малалла пырать, - палăртнă Вăрман хуçалăх министерствин вăрман ресстрĕн вăрмансене çĕнетес пайĕн ертÿçи Альберт Закиров.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: