- Телее, вĕсене пурне те шыраса тупнă – хăшĕ-пĕрисем вăрмантан хăйсем тĕллĕн тухнă, теприсене хăтаруçăсем пулăшнă, - ăнлантарса панă Лилия Каримова.
Ведомство специалисчĕсем кăмпаçăсене вырăна тĕпчеме, хăш вăрмана каяссине тата хăçан таврăнассине тăванĕсене пĕлтерме сĕнеççĕ.
- Телефонăра авăрлăр, хăвăрпа пауэрбанк, аптечка, запас апатпа шыв илĕр, телефонран геокăтартусене пама вĕренĕр, çутăрах тĕслĕ тумтир тăхăнăр. Аташса кайрăр пулсан – хăраса ÿкме кирлĕ мар. Çул шыраса тупма тăрăшăр – кирек мĕнле çул та ял-сала патне илсе çитерет. Шыв хĕррине тухрăр пулсан, ун тăршшĕпе утăр. Енчен те хăвăр тĕллĕн тухасси ăнăçупа вĕçленмерĕ пулсан – 112 номерпе шăнкăравлăр, - сĕнÿ панă Лилия Каримова.