Урал сасси
+7 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

«Экологи» наци проекчĕ витĕмĕпе çÿп-çап вырăнĕсене тĕп тăваççĕ

Август уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче Раççей Президенчĕн йышăну пÿлĕмĕнче Пушкăртстан Республикинчи тĕп федераллă инспекторĕ Алексей Касьянов федераллă тата республикăри власть, вăй структурисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

«Экологи» наци проекчĕ витĕмĕпе çÿп-çап вырăнĕсене тĕп тăваççĕ
«Экологи» наци проекчĕ витĕмĕпе çÿп-çап вырăнĕсене тĕп тăваççĕ

Ларура «Экологи» наци проектне мĕнле пурнăçа кĕртнине сÿтсе явнă. Уйрăмах коммуналлă хытă каяшсемпе усă курмалли ĕçе çĕнетни пирки калаçнă. Пушкăртстанра патшалăх программине епле пурнăçланине Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров тимлесе тăрать.

Çулсерен республикăра 1 миллион тонна çÿп-çап пухăнать. Паянхи кун каяшсемпе ĕçлекен инфраструктура пысăк калăпăшпа ĕçлеме пултараймасть. Республикăра саккунсăр майпа 245 çÿп-çап вырăнĕ йĕркеленĕ. «Экологи» наци проекчĕн витĕмĕпе кăçал 6 пысăк вырăна тĕп тăвĕç. Халĕ вĕсенчен тăваттăшĕнче ĕçсем вĕçленнĕ. Полигонсене тĕп тума 1,5 млрд тенкĕ уйăрнă. Пурнăçланă ĕçсен пахалăхне надзор ведомствисемпе пĕрле федераллă инспектор тĕрĕслесе тăрать.

 - Палăртнă графикран юлса пымалла мар. Наци проекчĕсен укçа-тенкĕ майĕсене шута илсе коммуналлă хытă каяшсемпе усă курмалли  паянхи системăна йĕркелемелле. Экологи енчен пурнăçа хăтлăрах тумалла. Федераллă укçа-тенке мĕнле тăкакланине çирĕп тĕрĕслемелле, - тенĕ Алексей Касьянов.

Çÿп-çап реформи вăй илнĕренпе Пушкăртстанра коммуналлă хытă каяшсен 25 полигонне хута янă, çÿп-çап сортлакан 15 комплекс хăпартнă, каяшсем пăрахмалли лаптăксен тата контейнерсен шутне виçĕ хут ÿстернĕ.

Çавăн пекех ларăва хутшăннисем патшалăх программин, çÿп-çапсемпе тулнă полигонсен çĕрĕсене экологи енчен çĕнетес енĕпе çыхăннă комплекслă мерăсен кăтартăвĕсене, çĕнĕ полигонсем тăвассине, каяшсене уйăрса пуçтарассине сÿтсе явнă.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: