Урал сасси
+7 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Эпир тата çут çанталăк
28 Сентябрӗн , 09:50

Ильинкăри юмана сыватаҫҫӗ, тавралла илем кӗртеҫҫӗ

Раççей – аслă çĕршыв. Вăл вун тăватă патшалăхпа чикĕленет, халăх шучĕпе тĕнчере тăххăрмĕш вырăн йышăнать. Унăн пуянлăхне вара регионсенче курма пулать. Çакна аяларах илсе кăтартнă тĕслĕх те çирĕплетет.

Ильинкăри юмана сыватаҫҫӗ, тавралла илем кӗртеҫҫӗ
Ильинкăри юмана сыватаҫҫӗ, тавралла илем кӗртеҫҫӗ

«Чăваш Енри  Муркаш округӗнчи Ильинка ялӗнчи ватӑ юман тавра хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Вӑл – 373 ҫулта, пӗлтӗр Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫавна май ăна сыватмалли процедурӑсем тумалли сертификат панӑ.

Ҫулла Мускаври экспертсем килсе юмана санитари тӗлӗшпе каснӑ, диагностика тунӑ. Ҫирӗпрех пултӑр тесе тымарне шӗвӗ им-ҫам янӑ. Нумаях пулмасть ун таврашне илемлетмелли проекта хатӗрлесе пӗтернӗ», - тесе çырать Чăваш халăх сайчĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: