– Пĕтĕмĕшле 4,2 пин шултра йывăç тата 65 пин ытла тĕрлĕ хунав лартнă, 57 çĕнĕ тематикăлла аллея хывнă. Унсăр пуçне 493 йывăçа тата 5,3 пин тĕме çĕнетнĕ. Ĕпхÿре 222 локаци палăртнă, çав шутра 145 картиш территорийĕ тата 77 обществăлла хутлăх пулнине палăртса хăвармалла. Вĕсенче акци кунне 644 йывăç тата 1 пин тĕм лартнă. Кĕрхи акци вăхăтĕнче республикăн тĕп хулинче 2,3 пин ытла йывăç тата 2 пин ытла тĕм лартма палăртнă. Вĕсенчен 2 пин йывăçпа тĕме вăрман питомникĕсенче çитĕнтернĕ, – ăнлантарса панă Ирина Голованова.
ПР премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Назаров регионти Министрсен Кабинетне пĕчĕк чăрăшсем лартассине пăрахăçлама сĕннĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.