Урал сасси
+7 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Раççее хăйне евĕрлĕ чĕр чунсем илсе килнĕ

Чул хулари «Лимпопо» зоопаркра капски долгоног текен çамрăк мăшăра курма пулать. Кенгуру çурисене е пысăк çĕр мулкачине (тушканчик) ăшанă чĕр чунсене Раççее пуçласа илсе килнĕ.

Раççее хăйне евĕрлĕ чĕр чунсем илсе килнĕ
Раççее хăйне евĕрлĕ чĕр чунсем илсе килнĕ

Çулталăкри чĕр чунсем кайри вăрăм урисем çинче сиксе çÿреççĕ.Ытларах çĕрле хастарлăх кăтартнипе уйрăлса тăраççĕ. Вольерта вĕсем валли ятарлă çутă, температура тата нÿрĕ йĕркеленĕ. Урайне хăйăрлă тăпра сарнă.

Зоопаркăн тĕп директорĕ Владимир Герасичкин пĕлтернĕ тăрăх, капски долгоногсем икĕ çула çитсен йăха ĕрчетесси пирки шухăшлаççĕ. Çавăнпа çитес вăхăтра вĕсен çемйи хутшăнасса шанăç пур.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: