«Эпĕ çăрттана вĕтĕ пулăпа тытатăп, ялавсем лартатăп, — каласа панă пулăçă. – Сакмарти пулă питĕ тутлă, эпĕ хаваспах çемьене чĕрĕ пулăпа хăналатăп: уланкă, сорожка, шăлă пулă тата хĕрлĕ çунат. Пулла аякка каймастăп — Сакмар юхан шывра пулă тытатăп, хăш чухне Талкас кÿлле çитетĕп».
Амир Юлгутлин каланă тăрăх, пулă тытасси ăна вăй-хăват парать.
«Çулла эпĕ ирхине тата каçпа икшер сехет хушши пулă тытатăп, хĕлле вара ку вăхăт мана ытларах та килĕшет. Лăпкă та уçă сывлăш, шăплăхпа киленме пулать. Палаткăра вăлтапа ларнă чух пуçа тĕрлĕ шухăшсем пырса кĕреççĕ, çакă калама çук канăçлăх кÿрет», - хушса каланă пулăçă.