Пур хыпар та

Апрель уйăхĕнче «Ешĕл Пушкăртстан» акци çула тухĕ

Пушкăртстан Республикинчи çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Вилорий Угаров  пĕлтернĕ тăрăх, апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнче йывăçсем лартассипе çыхăннă «Ешĕл Пушкăртстан» акци пуçланĕ. Акци тĕллевĕ – экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси, пурăнма хăтлă хутлăх йĕркелесси.

Апрель уйăхĕнче «Ешĕл Пушкăртстан» акци çула тухĕ
Апрель уйăхĕнче «Ешĕл Пушкăртстан» акци çула тухĕ

 - Март уйăхĕн 17-мĕшĕнче Андрей Назаров премьер-министр экологи субботникĕсем тата «Ешĕл Пушкăртстан» акци хăçан иртесси çинчен калакан хушăва алă пусрĕ. Документпа килĕшÿллĕн субботниксем апрель уйăхĕн 12, 19 тата 26-мĕшĕсенче иртĕç. «Ешĕл Пушкăртстан» акцие вара апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 10-мĕшĕччен йĕркелĕç. Кĕркунне вăл сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕ – октябрĕн 4-мĕшĕсенче иртĕ,  - ăнлантарса панă Вилорий Угаров.     

Пушкăртстан Республикинчи çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ  муниципалитетсем хăйсен территорийĕсене, обществăлла хутлăхĕсене, паркĕсемпе скверĕсене тирпей-илем кĕртме пуçланине те палăртнă.

 - Иртнĕ çулхине мĕнпур муниципалитет та хастар ĕçлерĕ. 2024 çулта «Ешĕл Пушкăртстан» акци шайĕнче сакăр пин шултра йывăç, 150 пин хунав лартнă, 106 тематика аллейи йĕркеленĕ. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа çĕнĕ тематика аллейисем хывăнĕç, - тенĕ Вилорий Угаров.

Сăмахран, Межгорье хулинчи Çĕнтерĕве 40 çул урам тăршшĕпе Çĕнтерÿ аллейи пулĕ. Унта сакăр пин ытла спирея тата ултă пин ытла улмуççи лартĕç. Туймазă районĕнче вара тăватă çĕнĕ тематика аллейи йĕркелĕç.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: