Мероприятие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халаллĕç. Çак ятпа республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тематика аллейисем йĕркелĕç. Сăмахран, Çтерлĕри Октябрь проспектĕнче - 80 хурăн, Салаватра - 80 çăка, Октябрьскинчи Çĕнтерÿ паркĕнче 80 чăрăш лартĕç. Нефтекамск хулинче «Пуласлăх аллейи» никĕслеме план тунă. Кунта 100 тĕп пирамидăллă пысăк тирексем вырнаçтарĕç. Ĕпхÿре 3 пин çÿллĕ йывăç тата 1700 тĕм лартмалла, виçĕ тематика аллейи йĕркелемелле.
Пĕтĕмĕшле кăçалхи çуркунне 7700 тĕп пысăк йывăçсем тата 67 пин тĕрлĕ хунав лартма палăртнă. Асăннă акцине 45 пин çын хутшăнать, вĕсенчен 5 пинĕшĕ – волонтерсем.
Юрий СНЕГОПАД.