Вĕсен тĕллевĕ космосра пулса курнă хыççăн этем сывă юлассине, вĕçев сывлăха мĕнле витĕм кÿрессине тĕрĕслесси пулнă.
Чĕр чунсене космоса биологи процесĕсене, микрогравитаци тата ытти наукăпа тĕпчев тĕллевĕсене пурнăçлама ăсатнă. Паллах, çухатусемсĕр те пулман, чылай чĕр чун космосра вилнĕ. Космонавтика аталаннă тапхăрта тĕнче уçлăхĕнче йытăсем, упăтесем, кушаксем, тимĕр шапасем, кроликсем, тинĕс сыснисем (морские свинки), йĕке хÿресем, шăшисем, путенесем, тритонсем, шапасем, шуйсем (улиткăсем), хăш-пĕр йышши пулăсем те пулса курнă.
1960 çулхи август уйăхĕн 19-мĕшĕнче Совет Союзĕнче «Спутник-5» космос карапне вĕçтернĕ. Ун çинче Белкăпа Стрелка йытăсем, 40 шăшипе икĕ йĕке хÿре пулнă. Белкăпа Стрелка йытăсем пуçласа космосран Çĕр чăмăрĕ çине сывă таврăннă чĕр чунсем шутланнă.