Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Эпир тата çут çанталăк
16 Апрелӗн 2025, 07:50

Паллă мар çынсем 18 млн ытла тенкĕлĕх «вутă» каснă

Пушкăртстанра паллă мар çынсем 18 млн ытла тенкĕлĕх вăрман каснă.

Паллă мар çынсем 18 млн ытла тенкĕлĕх «вутă» каснăПаллă мар çынсем 18 млн ытла тенкĕлĕх «вутă» каснă
Паллă мар çынсем 18 млн ытла тенкĕлĕх «вутă» каснă

Çут çанталăка сыхламалли районсем хушшинчи прокуратура интернетри картографи материалĕсене тĕпченĕ май, Архангельск вăрман хуçалăхĕн территорийĕнчи Кармаскалă районĕнче йывăç каснă лаптăксене асăрханă. Прокуратура ĕçченĕсем вырăна килсе çитсен 3,26 гектар çинчен саккуна пăсса тĕрлĕ йывăç каснине çирĕплетнĕ. Усал шухăшлă çынсем çут çанталăка 18 млн ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Паянхи кун «саккунсăр майпа пысăк виçепе вăрман каснă» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă. Уголовлă ĕçе тĕпчессине ведомство тĕрĕслесе тăрать.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас