Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ

Аслыкуль кÿлĕ хĕрринче çĕнĕ глэмпинг уçăлĕ

Давлекан районĕнче çĕнĕ турист бази уçассипе çыхăннă проекта республикăра иртнĕ «Инвестици сехетĕнче» ырласа йышăннă.

Аслыкуль кÿлĕ хĕрринче çĕнĕ глэмпинг уçăлĕАслыкуль кÿлĕ хĕрринче çĕнĕ глэмпинг уçăлĕ
Аслыкуль кÿлĕ хĕрринче çĕнĕ глэмпинг уçăлĕ

Давлекан тăрăхĕнчи Аслыкуль кÿлĕ хĕрринче çĕнĕ турист вырăнĕ йĕркелĕç. Асăннă проекта пĕлтерĕшлисен шутне кĕртнĕ. Инвестор палăртнине пурнăçа кĕртме 30 млн яхăн тенкĕ тăкаклĕ.

«Янги-Турмуш» кану бази ултă çуртран, мунчасемпе кану тата вăйă зонисенчен (аслисемпе ачасен), кафепе хăна номерĕсенчен, кинотеатртан тăрĕ. Инвесторпа инвестицисене хÿтĕлесси тата хавхалантарасси çинчен калакан килĕшÿ ала пусса çирĕплетнĕ. Çакă ăна пулăшу мерисемпе çывăх вăхăтра усă курма май парĕ.     

Аслыкуль кÿлĕ хĕрринче çĕнĕ глэмпинг уçăлĕ
Аслыкуль кÿлĕ хĕрринче çĕнĕ глэмпинг уçăлĕ
Аслыкуль кÿлĕ хĕрринче çĕнĕ глэмпинг уçăлĕ
Аслыкуль кÿлĕ хĕрринче çĕнĕ глэмпинг уçăлĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас