+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Шăпах çавăн чухне мĕнле кайăк çăмарти пулнине пĕлме наука уйрăмĕн ĕçченĕсем пулăшнă. Сăрă тата хăмăр пăнчăллă ешĕл çăмартасене шурă пăрчăкан тунине тĕпчесе пĕлнĕ.
Усравлăх пресс-служби ăнлантарса панă тăрăх, асăннă кайăк çерçирен кăштах пысăкрах, сарнă çунаттисен вăрăмăшĕ 25 см танлашать. Вăл ытларах çĕр çинче вăхăт ирттерет, сайра-хутра йывăç турачĕсем çине ларать. Республикăна март уйăхĕн вĕçĕнче – апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçсе килет. Хăйĕн йăвине чулсем хушшинче, çынсен çурчĕсем çинче, тымарсем айĕнче, çара тĕмсем хушшинче çавăрать.