Пур хыпар та

Усравлăхра тискер орхидея чечек çурнă

«Шульган-Таш» усравлăхра вуннăмĕш çул орхидея йышне кĕрекен сайра хутра тĕл пулакан ÿсен-тăрансен тĕсĕсем хыççăн сăнав ĕçĕсем илсе пыраççĕ. Вĕсенчен чи пĕрремĕш пулса Хĕрлĕ Кĕнекене кĕнĕ чечек куççулĕ (ятрышник) чечеке ларать. Кунта вăл пĕр вырăнта çеç ÿсет.

Усравлăхра тискер орхидея чечек çурнă
Усравлăхра тискер орхидея чечек çурнă

Кăçал усравлăх ĕçченĕсем ÿсен-тăрансем май уйăхĕн 10-мĕшĕнчех чечек çурнине çирĕплетнĕ. Чи пысăк йыш – 400 яхăн ÿсен-тăран, вĕсенчен 150-шĕ чечек çурать. Çанталăк условийĕсем лайăх пулни витĕм кÿнĕ тесе ăнлантарнă «Шульган-Ташра».   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас