Пур хыпар та

Пушкăртстанра упа амипе çурисем каçхи апат тунине ÿкерсе илнĕ

«Пушкăртстан» наци паркĕн ĕçченĕсем упа амипе унăн икĕ çурине ÿкерттерсе илме пултарнă. Вĕсем çумăр хыççăн вăрмантан уçă вырăна тухнă пулнă.

Пушкăртстанра упа амипе çурисем каçхи апат тунине ÿкерсе илнĕ
Пушкăртстанра упа амипе çурисем каçхи апат тунине ÿкерсе илнĕ

Чĕр чунсен çемйи асăрханса, енчен енне пăхса, курăкпа тата тĕрлĕ тымар çимĕçпе каçхи апат тунă. Вĕсенчен 30 метрта курăнмалла мар вырăнта наци ĕçченĕсем пытанса тăнă пулнă. Упасем куçĕ çивĕч мар, анчах та питĕ лайăх илтеççĕ тата вăл е ку шăрша аякран туяççĕ.
❗«Упа ами çывăхарах килчĕ, ун хыççăн хыçалти урисем çине тăчĕ. Çил вĕрнипе темле хăрушлăх шăршине сиссе-тĕр чĕр чунсем каялла çаврăнчĕç те тара пачĕç. Пире валли тĕлĕнмелле кадрсем хăварчĕç», - тесе çырнă «Пушкăртстан» наци паркĕн телеграм-каналĕнче.
Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанра упа амипе çурисем каçхи апат тунине ÿкерсе илнĕ
Пушкăртстанра упа амипе çурисем каçхи апат тунине ÿкерсе илнĕ
Пушкăртстанра упа амипе çурисем каçхи апат тунине ÿкерсе илнĕ
Пушкăртстанра упа амипе çурисем каçхи апат тунине ÿкерсе илнĕ
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас