Йывăçсем лартассипе çыхăннă акцие ытларах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă. Çапла Октябрьски хулинче, Çĕнтерÿ паркĕнчи Паттăрсен аллейинче, кăвак чăрăша Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 97 çулхи ветеранĕ лартнă. Ĕпхÿ районĕнчи Зубово салинчи инфекци центрĕн территоринче 30 ытла чăрăш лартса Çĕнтерÿ аллейине никĕсленĕ. Çтерлĕ хулинче уçăлса çÿремелли çĕнĕ зона йĕркеленĕ. Ăна та Аслă Çĕнтерĕве халалланă. Зианчура районĕнчи «Акият» ача-пăча лапамĕнче хастар аттесем хăйсен ывăлĕсемпе туя йывăççисенчен аллея хывнă. Гафури районĕнчи «Юность» паркра 120 тĕп пилешпе çăка лартнă…
Акци вăхăтĕнче пĕтĕмĕшле Пушкăртстанра çичĕ пин шултра йывăç тата 136 пин ытти хунав лартнă.