Пур хыпар та

Пулăçă 50 килограмм таякан çуйăн тытнă

Агидель хулинче Шуратăл юхан шывран пулăçă 50 килограмм таякан çуйăн туртса кăларнă. Хальхинче шыв айĕнчи сунарта анăçу Хусан хулинчен килнĕ Артур Гарипова йăл кулнă.

Пулăçă 50 килограмм таякан çуйăн тытнă
Пулăçă 50 килограмм таякан çуйăн тытнă

Асăннă хулара «Сезон уçасси – 2025» шыв айĕнчи сунар енĕпе иртнĕ республика фестивалĕн кăтартăвĕсемпе администраци пуçлăхĕ Денис Ирназаров паллаштарнă.

Ăмăртăва Раççейĕн 12 регионĕнчен килнĕ 35 команда, пĕтĕмĕшле 105 çын, хутшăннă. Пулăçăсем виçĕ кун хушши хăйсен трофейĕсене тытма çÿренĕ.

Рекордçăсен списокĕнче 50 килограмлă çуйăнсăр пуçне сазан (12,7 кг), çăрттан (4,4 кг), çупах (1,9 кг), уланкă (1,5 кг) тата хура карас (1,7 кг) пур.

Ăмăртăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Тутарстанри «Казань сити» команда çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас