Пур хыпар та

Хурăн пуçлă çĕлен тытнă пулла вăрланă

Каридель районĕнчи Бердяш ялĕнче тĕлĕнмелле пулăм пулса иртнĕ – хурăн пуçлă çĕлен пулăçăсен тытнă пуллине витринчен вăрласа кайнă.

Хурăн пуçлă çĕлен тытнă пулла вăрланă
Хурăн пуçлă çĕлен тытнă пулла вăрланă

Малтан вăл пулă тултарнă витре тавра çаврăнкаласа çÿренĕ, унтан пулă тытас тесе, ун ăшне кĕрсе пăхма шутланă. Паллах, пĕрремĕш хутĕнчех ĕç ăнман, мĕншĕн тесен пулă самаях пысăк пулнă. Пулла тытнă хыççăн çĕлен çăра курăк ăшне кĕрсе çухалнă.

Çынсемшĕн хурăн пуçлă çĕленсем сиенсĕр. Çав вăхăтрах вĕсем тискер чĕр чун шутне кĕреççĕ, чĕрĕ апатпа - шапа, вĕтĕ пулă, калта, шăши тата ыттисем те – тăранса пурăнаççĕ.

Надежда РОДИОНОВА.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас