Пур хыпар та

Пушкăртстан çынни саккунсăр майпа 700 ытла рак тытнă

Краснокамск районĕнче пурăнакан арçын тĕлĕшпе «саккунсăр майпа шыври биологи ресурсĕсене усă курма юраман хатĕрсемпе тытни» статьяпа килĕшуллĕн айăплав йышăннă.

Пушкăртстан çынни саккунсăр майпа 700 ытла рак тытнă
Пушкăртстан çынни саккунсăр майпа 700 ытла рак тытнă

ПР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çулăн февраль уйăхĕнче арçын Шуратăл юхан шывра 700 ытла рак тытнă.

Усал шухăшлă çыннăн преступлениллĕ ĕçне прокуратура ĕçченĕсем чарнă. Вĕсем мĕнпур тупăша шыва янă.

Арçын хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Суд 8 уйăх хушши юсанмалли ĕçсене пурнăçлама йышăну тунă. Унсăр пуçне ĕç укçин 10% патшалăх тытса юлĕ.

 

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас